Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ламтайсен пехилне манмасӑр (Кӗмӗл кӗпер)

Хаклӑ вулаканӑм! Акӑ ӗнтӗ эсӗ Юхма Мишшин тепӗр историлле романне вуласа тухрӑн та тарӑн шухӑша кайрӑн. Тӗрӗс, ку вӑл кашни вулакана шухӑша яракан хайлав. Ку вӑл хӑйне евӗрлӗ пурнӑҫ кӗнеки. Унта Юхма Мишши пирӗн паттӑр ламтайсем XIII ӗмӗрте ирӗклӗхшӗн, пуласлахшӑн енле хастаррӑн, хӑйсен пурнӑҫне те шеллемесӗр кӗрешнине ҫырса кӑтарнӑ.
Усал тутар-монголсем мальенчеи тапса тухиччен пирӗн ламтайсем туса ҫирӗплетнӗ Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫав вахӑтри чи вӑйлӑ патшалӑхсенчен пӗри пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем тутар-монголсене хаяр та юнлӑ ҫапӑҫусенче темиҫе хутчен те ҫапа-ҫапа ҫӗмӗрнӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа Капет пек сутӑнчӑксем пулман пулсан, тутар-монголсем тем чухлӗ ҫар пухсан та пирӗн авалхи ламтайсене ниепле те ҫӗнтереймен пулӗччӗҫ.
Тепӗр хут калатӑп: Юхма Мишши пурнӑҫ кӗнеки ҫырнӑ. Пурнӑҫра темӗн те пулать. Темӗнле вӑйлӑ халӑхшӑн та, темӗнле вӑйлӑ патшалӑхшӑн та хӑйсен кӗвӗҫ те икӗ питлӗ, путсӗр те хапсӑнчӑк кӑмӑлӗсене чарайман сутӑнчӑксем чи хӑрушӑ тӑшмансем пулаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен каласа парать ӗнтӗ хӑйӗн ку хайлавӗнче пирӗн паллӑ писатель тата тӗпчевҫӗ Юхма Мишши.
Ку роман Юхма Мишшин 12 пысӑк хайлавран тӑракан историллӗ ярӑмӑн ҫиччӗмӗш кӗнеки. Ку ярӑмри кӗнекесене пурне те вуласа пыракансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: улттӑмӗш кӗнекере те ("Атӑл шывӗ юха тӑрать" ятлӑ вӑл) ҫавӑн пек сутӑнчӑк пур — Ҫерҫи-Туркай-Муххаммет. Ҫапла, вӑл та Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа Капет пек сутӑнчӑк. Анчах ун чухне самани урӑх пулнӑ. Вӑй илсе пыракан Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫине никам та ют халӑх тапӑнса кӗмен. Ҫавӑнпа Алмас патша Ҫерҫи-Туркай-Муххаммета та, ытти тӑшманӗсене те ним те мар ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Ылттӑнпик патша чухне вара самана апла пулман ҫав. Тутар-монголсем питӗ сӗмсӗррӗн, питӗ тискеррӗн тапӑнса килнӗ. Парӑҫ-Парантайпа Капет пек сутӑнчӑксем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ.
Юхма Мишши ҫыракан историлле романсен ярӑмӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Шӑп та лӑп вӑл тӗпчесе тата ҫырса кӑтартнипе ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче пирӗн авалхи ламтайсем ҫинчен пӗлет. Ку тӗлӗшӗнен паллӑ нимӗҫ писателӗ Кай Элерс калани питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. "Эпир халиччен, Юхма тӗпчевӗсемпе тата кӗнекисемпе паллашиччен, Европӑна тутар-монголсенчен славян княжествисем, урӑхла каласан, вырӑссем ҫӑлса хӑварнӑ тесе шутлаттӑмӑр. Пирӗн истори кӗнекисенче ҫапла ҫырнӑ. Пире шкулсенче те ҫапла вӗрентетчӗҫ. Тӗрессипе апла мар иккен. Тутар-монголсене чи малтан тытса чараканӗсем, вӗсен тискер вӑйне пӗтерме тытӑнакансем чӑвашсен аслашшӗсем, Атӑлҫи пӑлхарӗсем пулнӑ. Ку вал пирӗншӗн, нимӗҫсемшӗн ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ пекех. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир М. Юхман "Авалхи чӑвашсем" кӗнекине нимӗҫле куҫарса пирӗн вулакансемпе тӗпчевҫӗсем патне ҫитересшӗн..."
Ку сӑмахсене нимӗҫ писателӗ Кай Элерс кӑҫал, 2004 ҫулта, июль уйӑхӗнче, Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗпе Роза Люксембург фончӗ пӗрле ирттернӗ наукӑпа практика конференцийӗнче пурте илтмелле каларӗ. Ку вӑл Юхма Мпшшин тӗпчевӗсене тата историллӗ романӗсене питӗ пысӑка хурса хӑйне евӗрлӗ хаклани.
Пирӗн хамӑрӑн авалхи ламтайсен чаплӑ та паттӑр ӗҫӗсене манмалла мар. Ҫакна хакласа, ламтайсем пире хӑйсен пехилне хӑварнӑ, ламтайсен пехилне манмасӑр ӗҫлет те ӗнтӗ Юхма Мишши. Унӑн кашни хайлавӗ (вӑл шутра ҫакӑ "Кӗмӗл кӗпер" романӗ те!) ламтайсен пехилне манмасӑр тунӑ паха та питӗ кирлӗ ӗҫ. Ҫавӑншӑн пирӗн те писателе чунтан-чӗререн тав тумалла.

2004, М.В. Румяниев, профессор.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 15:16:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2345 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем